Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аслӑ Ӑнӑ

Аслӑ ӐнӑТутарстанӑн Теччӗ районне кӗрекен чӑваш ялӗ.
Ялтан Теччӗне, район тӗпне, ҫитме 20 ҫухрӑм, Хусана — 142 ҫухрӑм, Пӑвари чукун ҫул патне — 33 ҫухрӑм.
Урамсен халӑхри ячӗсем: Вӑрманкас (Кутузов урамӗ), Хыркасси (Свердлов), Йӑлӑмкасси (Ленин), Хыҫалкас (Фрунзе), Вӑтакас (Киров), Ҫӗнӗкас (Пролетарская тата Школьная), Хапхакас (Пролетарская урама кӗрет), Анаткас (Советская), Виҫ мунча кас (Ленин урамне кӗрет).

Ял-йыш

2009 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ялта пурӗ 297 хуҫалӑх шутланнӑ, вӗсенчен 232-шне тытса тӑраҫҫӗ, 606 ҫын пурӑнать. Ҫав шутра вырӑссем 7 ҫын, тутарсем — 10, чӑвашсем — 589. Хӗрарӑмсем ялта 315, арҫынсем — 291 ҫын. Ӗҫлеме пултараканнисем 212 ҫын, пенсионерсем — 255. Аслӑ вӑрҫа хутшӑннисенчен 3 ҫын тата вӗсемпе танлаштарнӑ 1 ҫын пурӑнать ялта.
30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем — 35, 16 ҫула ҫитменнисем — 75, 7 ҫултан кӗҫӗннисем — 25.
Ял-йыш выльӑх-чӗрлӗх тытать, сысна, хурт-хӑмӑр ӗрчетет, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла туса илеҫҫӗ. 2000 ҫулччен кил-ҫурт ҫумӗнчи ҫӗр лаптӑкӗ 0,25 гектара ҫити пулнӑ, 2000 ҫул хыҫҫӑн ӳснӗ: ялти пурӑнман ҫуртсен ҫӗрӗсене хушса 0,45–0,7 гектара ҫитнӗ. Колхоз арканнӑ хыҫҫӑн кашни колхозник пуҫне 3,7 гектаршар пай уйӑрса панӑ, 335 ҫын ҫапла майпа ҫӗрлӗ пулнӑ.

Тавралӑх

Аслӑ Ӑнӑ варрипе Кучасси шывӗ юхса иртет. Ял йӗри-тавра Мӑкшӑ ту сарӑлса выртать.
Тип варсем: Чӳк ҫырми, Хур ҫырми, Эрех ҫырми, Пачӑшкӑ ҫырми, Хурама ҫырми, Анна ҫырми, Пуян лупашки, Ырӑсем (христиан тӗнне йышӑнман чӑваш-язычниксен ҫветтуй вырӑнӗсем), Тарӑн вар.
Ҫӑлкуҫсем: Хаяр ҫӑл, Мунчут, Сергей ҫӑл ҫырми.
Вӑтам шкул территорийӗнчи стадионра уявсем ирттереҫҫӗ, йышлӑн канмалли вырӑн та стадионах пулса тӑрать. Ялтан 5 километрти Победа ялӗнче пӗве, вӑрман пур. Пулӑ тытакансем, кӑмпа, ҫырла, мӑйӑр, сиплӗ курӑк пуҫтаракансем Аслӑ Ӑнӑран ҫакӑнта ҫӳреҫҫӗ.

Ял кун-ҫулӗ

Аслӑ Ӑнӑ пуҫланса кайни ҫинчен халап пур. Сӗм авал, ҫынсем ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн пурӑннӑ чух, нумай турра пуҫ ҫапнӑ, язычниксем пулнӑ. Шемексен ӑрӑвӗнчи пиччӗшӗпе шӑллӗн вилӗмрен тарма тивнӗ (тен, вӗсене ӑруран хӑваласа янӑ). Асли халь Аслӑ Ӑнӑ ларакан вӑрмана тарса килнӗ, кӗҫӗнни ҫакӑнтан пилӗк километр аякрах, ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ еннерех (хальхи Шанчӑ вырӑнне) чарӑннӑ. Пӗртӑвансем ҫакна лайӑх шутласа тунӑ — пӗрне тупса вӗлерсен тепри сывӑ юлать, ӑрӑва малалла тӑсма пултарать. Ҫаксем патне ытти таркӑнсем (тен, ытти ӑрусенчен) пуҫтарӑнма пуҫланӑ. Ялӑн пӗр сӑртне ахальтен мар Мӑкшӑ ту (Мордовская возвышенность) теҫҫӗ. Халӑхран тухнӑ сӑмах тӑрӑх ҫак сӑртра мӑкшӑсен урамӗ пулнӑ. Халь кунта ҫуртсем те, садсем те ҫук ӗнтӗ. Кивӗ шкул сачӗ вырӑнӗнче Е.Пугачев пӑлхавӗ тухсан полк тӑнӑ. Ваттисем ҫак Шкул урамне «Полк касси» тесе ят панӑ.
Тепӗр халап та пур. Чӑвашсен Шанчӑ ячӗ ун тӑрӑх «шанчӑклӑ» сӑмахран тухнӑ. Шемякин улпутӑн ывӑлӗсенчен пӗрне Шанчӑ вырӑнӗнче ҫӗр лаптӑкӗ парнеленӗ пулать. Ашшӗ ывӑлӗ парнепе тӗрӗс усӑ курса ҫакӑнта ҫирӗп тымар янине (шанчӑклӑ) ӗненнӗ. Тепӗр ывӑлне улпут Аслӑ Ӑнӑ вырӑнӗнчи ҫӗре парнеленӗ, ку ача ҫак лаптӑка ӑнӑҫлӑн вырнаҫнӑ, тепӗр май каласан, ӑннӑ. Ҫакӑнтан ялӑн чӑвашла ячӗ тухнӑ — Аслӑ Ӑнӑ.
Аслӑ Ӑнӑ ҫинчен асӑннине эпир Хусанӑн казеннӑй палатинчи архив фондӗнче упранакан «ревизи халапӗсенче» пӗрремӗш хут 1850 ҫулта тӗл пулатпӑр. Теччӗ уесӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ун чухне 106 кил шутланнӑ, 1886 ҫулта тухнӑ «Список населенных пунктов» статистика сборникӗнче Аслӑ Ӑнӑра 177 кил, 525 арҫын, 508 хӗрарӑм тесе ҫырнӑ. Ялта Пӑлхар вӑхӑтӗнчи кивӗ масар пур, вил тӑпри ҫинчи 99х52х19 чул ҫине арабла XIV ӗмӗр тесе палӑртнӑ.
1895 ҫулта Шевле пӗрремӗш ҫил арманӗ лартнӑ, ун хыҫҫӑн арман лартакансем татах тупӑннӑ. 1890 ҫулта Теччӗри Груня ӗҫме-ҫиме сутакан лавкка уҫнӑ.
1970-мӗш ҫулсенче йӗркеленӗ «Победа» колхозӑн 2509 гектар акмалли ҫӗр, 753 гектар улӑхсемпе вӑрмансем пулнӑ. Кунта «Победа» колхоз ҫуллен кашни гектартан вӑтамран 19-20 центнер тухӑҫ илнӗ. Халӗ колхоз фермисене сутӑн илнӗ В.Н.Тимесков аш-какайпа сӗт-ҫу паракан выльӑх ӗрчетет.

Учрежденисемпе предприятисем

Ялти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта 83 ача вӗренет. Кӳршӗ ялсенчи ачасене кунта автобуспа илсе ҫӳреҫҫӗ. Шкул ҫуртӗнчех ял вулавӑшӗ ӗҫлет.
Ҫавӑн пекех ялта врачсен амбулаторийӗ пур, ваттисем валли уҫнӑ интернат-ҫурта Л.Г.Самаркина ерсе пырать, унта 45 ҫын пурӑнать.
Аслӑ Ӑнӑра аптека, почта, перекет касси, 15 вырӑнлӑ ача сачӗ, икӗ лавкка, автобус чарӑнӑвӗ пур. Ваттисен ҫурчӗн кантурӗнче Герман Казански ҫветтуйӑн чиркӳ прихучӗ ӗҫлет.

Хуҫалӑх

Халӑха усӑ курма 17 пусӑ алтнӑ, килсене шыв кӗртмен-ха. 2005 ҫулта телефон кӗртнӗ, паянхи куна 80 номер шутланать.
1950-мӗш ҫулсенччен ялта 4 ҫил арманӗ, ҫу кӑларакан, кӗрпе ҫуракан, ҫӑм таптаракан машинӑсем, тимӗрҫ лаҫҫи пулнӑ.
Ялта пурӑнакансенчен нумайӑшӗ бюджетлӑ сферӑра, Р.Р.Камалеевӑн «Растительные масла» тулли мар яваплӑхлӑ обществинче тӑрӑшаҫҫӗ. Ыттисем Хусана, Чӗмпӗре, Мускава тата ытти ҫӗре ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ, ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илнисем пурӑнаҫҫӗ Аслӑ Ӑнӑра.

Ҫул-йӗр

Теччӗ–Хусан трассӑран яла асфальт сарнӑ ҫулпа кӗме пулать. Яла ҫитме вӑл 4 ҫухрӑм тӑсӑлать.

Культура, ӗҫ-хӗл

Ялӑн тӗп уявӗ — Ҫимӗк. Ҫак кун ратнен-ратнен масар ҫине пуҫтарӑнса ваттисене асӑнса кӗлӗ вулаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн кашни ҫемье хӑйсен ҫывӑх тӑванӗсен вил тӑприсем патӗнче чарӑнса тӑрать. Масар ҫинчен таврӑнсан пӗр ратнери ҫынсем килӗрен килле ҫӳресе уява малалла тӑсаҫҫӗ.
Аслӑ Ӑнӑн чиркӳ уявӗ — Йермен (Сӑваплӑ Герман кунӗ). 1927 ҫулта уҫнӑ масар ялӑн анӑҫ енче, тип вартан 500-600 метр сулахаярах тӑрать. 1891 ҫулта ялта Герман Святитель ячӗллӗ чиркӳ уҫӑлнӑ, ун ҫумӗнче виҫӗ ҫул вӗренмелли чиркӳпе прихут шкулӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ял варринче, Пасар тӳремӗ ҫывӑхӗнче, Троица чух пысӑк уяв иртет, карталанса юрлаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне уйрӑмшарӑн-уйрӑмшар ӑн кашни урамра карталанса утнӑ.
Ялти клубра «Шӑнкӑрав» ансамбль йӗркеленнӗ. Ӑна Г.Г.Воробьев ертсе пырать.

Ҫыхӑну

Почта адресӗ: 422375, Тутарстан Республики, Теччӗ районӗ, Аслӑ Ӑнӑ ял тӑрӑхӗ.

Каҫӑсем

Вуламалли


 
Категорисем: Аслӑ Ӑнӑ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-08-08 22:35:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5395 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем